Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +20.5 °C
Ҫын валли шӑтӑк ан алт, хӑвах кӗрсе ӳкӗн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Михайлов Сергей Михайлович

Михайлов Сергей Михайлович — совет саманин чӑваш журналисчӗ, парти ӗҫченӗ, Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑскер.

Пурнӑҫӗ

1920 ҫулхи авӑнӑн 14-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ уесӗнчи Сиккасси вулӑсӗнчи Ҫӗнӗ Шелттем ялӗнче (хальхи вӑхӑтра Чӑваш Республикин Канаш районӗ) ҫуралнӑ.

Ҫӗнӗ Шелттемри пуҫламӑш шкулта пуҫламӑш пӗлӳ илнӗ, унтан Вӑрӑмпуҫри ҫичӗ ҫул вӗренмелли шкулта вӗреннӗ. 1937 ҫулта Канашри педагогика училищине вӗренсе пӗтернӗ.

Ӗҫӗ-хӗлне 1937 ҫулта Сиккассинчи вӑтам шкулта пуҫламӑш классен вӗрентекенӗ пулса пуҫланӑ, унта вӑл 1939 ҫулччен ӗҫленӗ.

1939 ҫулта ӑна Рабочисемпе хресченсен Хӗрлӗ Ҫарӗн ретне чӗнсе илнӗ. Смоленск хулинче Хӗвеланӑҫ ҫар округӗн стрелоксен дивизийӗнче хӗрлӗ ҫар ҫынни пулса хӗсметре тӑнӑ. 1941 ҫулта Хӗвеланӑҫ ҫар округӗнчи командирсен йышӗн пӗлӗвне ӳстерекен курсӗсене вӗренсе пӗтернӗ.

1941 ҫултан пуҫласа 1943 ҫулччен Запорожье облаҫӗнчи Геническ, Кабарда АССР-ӗнчи Прохладный, Самарканд облаҫӗнчи Катта-Курган хулисенче вӗрентӳ взвочӗсен командирӗ, ҫавӑн пекех Хӗрлӗ Ҫарӑн Ҫыхӑну тӗп управленийӗн резервӗнче взвод командирӗ пулса хӗсметре тӑнӑ.

1944 ҫулта ҫыхӑну ҫарӗсен офицерсен йышӗн курсӗсене вӗренсе пӗтернӗ. Вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи ҫулсенче НКВД ҫарӗсен 89-мӗш чикӗ сыхлавӗн отрячӗн маневр ушкӑнӗнче техникӗ, унтан ҫыхӑну пуҫлӑхӗ пулса хӗсметре тӑнӑ (1944—1947).

1947 ҫулта демобилизациленнӗ хыҫҫӑн Канаш хулине таврӑннӑ та партипе комсомол ӗҫне кӳлленнӗ. Канашри ял хуҫалӑхне механизацилекен шкулӑн ВЛКСМ Тӗп Комитечӗн комсоргӗе (1947—1948), ВЛКСМ Канаш хула комитечӗн иккӗмӗш секретарӗ пулса ӗҫленӗ (1948—1949).

1949 ҫулта парти органӗсене ӗҫлеме куҫнӑ. КПССӑн Канаш хула комитечӗн парти, профсоюз тата комсомол организацийӗсен уйрӑмӗн инструкторӗ, организаци уйрӑмӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ (1949—1955).

Ӗҫленӗ хушӑра аслӑ пӗлӳ илнӗ, куҫумсӑр майпа Чӑваш патшалӑх педагогика институтне вӗренсе пӗтернӗ.

1955 ҫултан пуҫласа 1968 ҫулччен «Путь Ильича» хула хаҫачӗн, унтан вара пӗрлештернӗ «За коммунизм» хаҫатӑн (хальхи вӑхӑтра «Канаш» хаҫат) редакторӗнче ӗҫленӗ.

1968—1970 ҫулсенче КПССӑн Канаш район комитечӗн иккӗмӗш секретарӗн вырӑнне йышӑннӑ.

1970 ҫулта ӑна КПСС Чӑваш обкомӗн аппаратне ӗҫлеме куҫарнӑ, унта вӑл 1983 ҫулччен йӗркелӳпе парти ӗҫӗн уйрӑм пуҫлӑхӗн ҫумӗ, кайран вара уйрӑм пуҫлӑхӗ пулса ӗҫленӗ.

1983 ҫултан пуҫласа 1996 ҫулччен Чӑваш АССРӑн Материалпа техника енӗпе тивӗҫтерекен патшалӑх комитечӗн ӗҫе пурнӑҫлассине тӗрӗслекен аслӑ инспекторӗнче вӑй хунӑ.

2000 ҫулхи акан 2-мӗшӗнче Шупашкар хулинче вилнӗ.

Хисепӗсем

  • «Хисеп Палли» орден (1976);
  • Ҫичӗ медаль;
  • Чӑваш АССР Аслӑ Канаш Президиумӗн тӑватӑ Хисеп хучӗ.


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2026-07-26 01:29:51 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 11 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем